Telegram Web
КРИТИКА.
Халӑх калаҫать.

Хамӑн шухӑша ҫырса пӗлтериччен чи малтан сиртен ыйтса пӗлес килет.

Юлашки ҫулсенче чӑваш эстрада юрӑҫисем хӑйсен ҫӗнӗ "хичӗсенче" чӑваш сӑмахне усӑ курма май пур пулсан та вырӑс сӑмахне кӗртсе яра пуҫларӗҫ. Паллах, кун пек йӑлана 10-15 ҫул каялла ҫырнӑ хӑш-пӗр юрӑсенче те тупма пулать, анчах паянхи кун "ни чӑвашла, ни вырӑсла мар" юрӑсен йышӗ ӳссех пырать.

Сӑмах май, сире паллаштарас тӗллевпе, Алексей Московский тата Данила Зайцев темиҫе кун каялла кӑна кӑларнӑ ҫӗнӗ юрӑн сыпӑкне итлесе пӑхма ыйтатӑп.

"Пуринчен малтан" ятлӑ телеграм-каналта ҫак юрра критикленӗ самантпа та паллаштарас терӗм.

Халӗ вара сирӗн шухӑшсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп. Эсир мӗн шутлатӑр? Ҫак йышши юрӑсем кӑларни йӗркеллӗ-ши?
"Юрӑра ҫапла юрлаҫҫӗ пулсан капла калаҫма та юрать," - тесе тӑван чӗлхене тата ытларах сиен пулмӗ-ши?
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
2024-мӗш ҫулӑн саманчӗсем. Пулса иртнишӗн тав туса 2025-мӗш ҫула ырӑпа кӗтсе илер, туссем!
Ҫитес Ҫӗнӗ Ҫулпа сире!
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Ҫӗнӗ Ҫула кӗтсе илме хатӗр❤️
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Чӑваш ТВ проекта 5 ҫул!

2024-мӗш ҫулта ҫырӑнакансен шучӗ +88 пин ытла ӳснӗ.

Паянхи кун Чӑваш ТВ ҫырӑнаканӗсен шучӗ 421 пин ытла.

Ҫуралнӑ кунпа - Чӑваш ТВ!
СУРХУРИ!!!
Хальхи вӑхӑтра эпӗ Элӗк тӑрӑхӗнчи Ильянкино ялӗнче Сурхури уявӗнче!

Ҫамрӑксем ял йӗри-тавра ҫаврӑнса кашни киле кӗрсе пӑрҫа сапса Сурхури сӑмаххисене калаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, уншӑн кил хуҫисем аш-какай, кӗрпе тата ытти ҫимӗҫсем параҫҫӗ. Ял тавра ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксем пуҫтарӑнса пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ.

Йӑла-йӗркене тытса пыракансем пур пулсассӑн чӑваш пӗтмес-ха!

Пӑтӑ пиҫессе кӗтетӗп-ха!
Сурхури уявӗпе, чӑвашсем!
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Сурхури!
07.01.2025
Элӗк тӑрӑхӗнчи Ильянкино ялӗ.
Тулли сюжета ютубра вырнаҫнӑ Чуваш ТВ каналта курма пулать.

Тулли сюжет курмалли ссылка - https://youtu.be/xJLRKV9uQv0?si=v20GcdIC0FsJ-r7_
КРИТИКА.
Халӑх калаҫать.
2-мӗш пайӗ.

Иртнӗ калаҫӑва малалла тӑсса паянхи чӑваш эстрада юрӑҫисен ӗҫӗсене сӳтсе явма тӑрӑшӑпӑр. Хӑвӑр шухӑшӑрсене уҫҫӑн ҫырса паллаштарнӑшӑн кашнине тав тӑватӑп.

(иртнӗ калаҫупа паллашмалли ссылка - https://www.tgoop.com/chavashtv1/1211)

Хальхинче 5 юрӑ сыпӑкне илтӗмӗр. Вӗсемпе видеора паллашма пулать.
(ҫак пост айӗнчи видеона курма ыйтатӑп)

Малтанхи калаҫура хак паракансене пӗтӗмӗшле илсен икӗ пая пайлама пулать: пӗрисем ҫакӑн евӗрлӗ "чӑвашла та мар, вырӑсла та мар" юрӑсене сивлеҫҫӗ, теприсем йӗркеллӗ пулӑм пек йышӑнаҫҫӗ.

Шутласа пӑхсан, сивлекенсене те, ырлакансене те ӑнланма пулать.
Пӗр енчен пӑхсан, таса тӑван чӗлхепе юрламанни, чӑваш юррисен ӑшне ют чӗлхери сӑмахсене урлӑ-пирлӗ кӗртсе яни чӗлхе илемлӗхне пӑсать пек. Ҫавна пулах тӑван чӗлхемӗр мӗскӗн те чухӑн сӑнарлӑ пулса тӑрать пек.

Тепӗр енчен пӑхсан вара тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ юрӑсенче паянхи чӑвашӑн "чӑн" чӗлхипе юрлаҫҫӗ пек. Паянхи чӑваш хӑйӗн чӗлхипе таса калаҫма пӗлмест тесен йӑнӑш пулмӗ пулӗ. Чӑн чӑвашла ятарласа, тӑрӑшса калаҫмасассӑн кашни чӑвашӑн ҫӑварӗнчен вырӑс сӑмахӗ пӗрех тухкалать. Тухкалать тесе каласассӑн ытла ҫемҫе-ха ку. Пӗр чарӑнми, тухать те тухать! Апла пулсан ҫак юрӑсенче паянхи чӑвашӑн "пӑсӑк" чӗлхипе юрлаҫҫӗ?

Халӑха ҫывӑх та ӑнланмалла чӗлхепе юрланӑшӑн юрӑҫсем айӑплӑ-ши? Е вӗсен глобализацие пӑхӑнмасӑр куршанак евӗр ҫыпҫӑнакан ют чӗлхе сӑмахӗсене тасаткаласа юрӑсене тӑван сӑмахпа ҫырса халӑхшӑн тӗслӗх евӗр туса пырсан аванрах-ши?

Халӑх вырӑсланса пынӑран юррисем те вырӑсланса пыраҫҫӗ ӗнтӗ.

Ҫак ҫулпах радио-телевидени, хаҫат-журнал та паянхи чӑваша ӑнланмалла калаҫас/ҫырас тӗлӗшпе таса чӗлхене пӑсма пуҫласан мӗн патне килсе ҫитӗпӗр-ши?

Чӑваш филологи уйрӑмӗнче чылай ҫул ӗҫлекенсен шухӑшне пӗлес килчӗ. Ҫак видеона вӗсене ярса патӑм, хуравӗсемпе паллаштаратӑп.

1.🔹"Текстра "макаронизм" пулни ҫӗнӗлӗх мар. Кун йышши текстсем тапхӑр-тапхӑр курӑнсах тӑраҫҫӗ. Енчен те литература вӑйлӑ пулсан ӑна сиен кӳреймест вӑл, тавлашу вара ҫуратать. Тавлашу пулни япӑх пулӑм мар, вăл е ку пулӑм ҫине тишкеререх пӑхма хистет."

2.🔹"Малтанхи икĕ юрри (Лекаревăн) сăмахĕсене тĕлли-паллисĕр çăрнисĕр пуçне урăх нимĕн çинчен те каламаççĕ, сăмах купи кăна. Ыттисенче ытлашши япăххи курмастăп эпĕ - кулăшла стильпе çырнă та, çавăнпа та кулăш витĕрех йышăнас килет. "Ăшшăн ыталашка, пуçа çавăрашка" тенисен рифмисем те аван пулса пыраççĕ пек. Паллах, "алкашка" сăмахпа та рифмăланаççĕ... 😂😂 Мана чăвашла-вырăсла хутăш юрлани мар, урăххи пăшăрхантарать - хальхи эстрада юррисем ытлашши примитивлă пулса кайрĕç: кĕвви те (эп, паллах, музыка специалисчĕ мар, анчах та специалист мар çын та асăрхать вĕт-ха ытлашши ансат кĕвве), сăмахĕсене итлесен вара йĕрес килет - пуш сăмахсем. Поэзири сӑнарлӑх мӗнне ӑнланмаҫҫӗ пулмалла юрӑ тексчӗсене ҫыракансем."

Пӗтӗмлетӳ вара кашни хӑйне валли хӑй тутӑр. Мана вара ытларах таса чӑваш юррисем килӗшеҫҫӗ, хутӑшла юрлани хӑлхана касать, ҫавӑнпа та ҫакӑн йышши юрӑсем плейлистра ҫук.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
👆🏻5 юрӑ сыпӑкӗ👆🏻
(ҫӳлерех ҫырнӑ поста вуламалла)
Мӗн кӗтет унта?

Кӑварлӑ вут чунра ҫунса
ӑшна пӗр канлӗх те ямасть.
Тӑварлӑ куҫҫулӳ юхса
ҫӗрле те ҫывӑрма памасть.

Эс ирсерен те, каҫсерен
пӗрмай шутлатӑн кунсерен.
Пӑхатӑн та чӳречерен
ҫанталӑкпа пӗрле йӗрен.

Малашлӑх - мӗн кӗтет унта?
Тен лайӑххи, тен начарри?
Пурнатпӑр паянхи кунпа,
шанса кӗтетпӗр ҫеҫ ырри.

13.01.25 00:00
К.Д.
Утас пулсан суйламалла.

Сана сукмак никам кӑтартмӗ,
суйлас пулать халь хӑвӑнах.
Шывра путсан никам хӑтармӗ,
сывлас тесессӗн тухмаллах.

Йӗри-тавра ҫынни чылай та,
ҫав вӑхӑтрах эсӗ пӗччен.
Умра сукмакӗсем нумай та,
анчах утма эс шикленен.

Пӗр вырӑнта ҫапла тӑратӑн,
ни малалла, ни каялла.
Ҫав вӑхӑтрах эс ӑнланатӑн,
утас пулсан суйламалла.

13.01.25. 00:40
К.Д.
Чи ҫывӑх вырӑн.

Куҫа хупатӑп, ҫывӑратӑп,
ыйха путсассӑн - тӗлӗкре,
тӳрех яла вӗҫсе каятӑп -
чи ҫывӑх вырӑн тӗнчере.

Алла ҫунат пекех суллатӑп,
вӗҫетӗп ялӑн тӳпинче.
Телейлӗ вӑхӑта куратӑп,
ачалӑх куҫӑм умӗнче.

Вун пилӗк ҫул ӗнтӗ ак ҫитрӗ,
ялтан хуланалла куҫни.
Ак ҫывӑрма та вӑхӑт ҫитрӗ,
кӗтет мана яла вӗҫни.

13.01.25. 01:25
К.Д.
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче - Шупашкарта СУРХУРИ йӑла-йӗркине туса ирттерчӗҫ. Тӗплӗнрех 1 сехет пыракан сюжетра курма пулать. 2025 ҫ. Курмалли мелсем:

Ютуб - https://youtu.be/gtQc7pVUsGE?si=kUFSOHfEvm8xmMER

Рутуб - https://rutube.ru/video/4d7c750fb8b8d4997df462a33ba176b0/

Вконтакте - https://vk.com/video-175721657_456239088
Сӑмах ҫӑрса.

Сӑмах ҫӑрса сӑвва ҫыратӑп,
кама-ши кирлӗ - никама.
Чун ыйтнипе кӑна тӑватӑп,
тек тӑрса юлтӑр асӑмра.

Хӗвел кулсассӑн эп те кулӑп,
унпа тултарӑп чунӑма.
Мана курсассӑн эп те курӑп,
пӗлтерӗп хамӑн туйӑма.

14.01.25. 01:49
К.Д.
Пӗр тискер.

Ӗлӗкрех Шупашкар вырӑссен пулнӑ тет,
пӗтӗмпех пулнӑ тет вырӑсла.
Чӑвашсем ялсенчен хулана килсенех
маннӑ тет чӑвашла калаҫма.

Паянхи Шупашкар чӑвашпа тулнӑскер,
кӗр кӗрлер-и тӑван хамӑрла?
Кӗр кӗрлетпӗр те-ха, анчах пур пӗр тискер
- ачасем калаҫмаҫ чӑвашла...

15.01.25. 01:55
К.Д.
2025/05/28 19:59:45
Back to Top
HTML Embed Code: